Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 165 çул

Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр, пирĕн патриархăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа апрелĕн 25-мĕшĕнче 165 çул çитрĕ. 20 сул каялла вара, 1993-мĕш çулхи ака уйăхĕнче, Чăваш Республикинче чăваш чĕлхи кунне паллă тума йышăннă.

Çак кун Катькасри пуçламăш класра вĕренекенсем ялти библиотекăна çул тытрĕç. Кунта вĕсене А.В. Угарова библиотекарь илемлĕ чăваш тумĕпе кĕтсе илчĕ. Ачасемпе тăван чĕлхе çинчен, И.Я. Яковлев пирки калаçрĕç. Вăл çамрăклах чăваш халăхне, унăн ачи-пăчине вĕрентессишĕн тăрăшнă, шкулсем уçнă, чăвашсен пĕрремĕш алфавитне тунă, «Чăваш букварĕ» кăларнă.

И.Я. Яковлев калавĕсене аса илчĕç. Иван Яковлевич хăйĕн калавĕсенче ачасен пурнăçне, вĕсемпе пулса иртнисене çырса кăтартнă. Чылайăшне вăл вĕрентсе каланипе е ваттисен сăмахĕсемпе вĕçленĕ.

Ачасем Иван Яковлевич пирки пĕлни, унăн калавĕсене ас туни библиотекаре савантарчĕ. А.В. Угарова И.Я. Яковлев халалĕсене те аса илтерчĕ.

Кирек ăçта кайсан та хамăран тăван чĕлхепе калаçма вăтанмалла мар, И.Я. Яковлев вĕрентĕвĕсене асра тытмалла тесе пĕтĕмлетрĕ библиотекарь. .

А.В. Угарова «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхи» кĕнеке выставкипе паллаштарчĕ. И.Я. Яковлев тата чăваш чĕлхи синчен çырнă кенекесене курава тăратнă. Çавăн пекех «Чăваш писателĕсем – ачасен тусĕсем» кĕнеке выставки те ачасене хăйĕн патне илĕртрĕ. Кунта чăваш писателĕсен юлашки вăхăтра пичетленсе тухнă кĕнекисем вырăн тупнă. Илемлĕ кĕнекесене ачасем хаваспах вулама илчĕç.